Тӗллевсем пысӑк, ҫанӑ тавӑрса ӗҫлемелле кӑна

Республикӑн ҫитес 5 ҫулхи социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗн комплекслӑ программине йышӑнчӗҫ. Пӗлтерӗшлӗ документа Аслӑ экономика канашӗн ларӑвӗнче ырларӗҫ.

Ун ӗҫне Мускаври хӑнасем йышлӑ хутшӑнчӗҫ. Вӑл шутра Раҫҫей Патшалӑх Думин депутачӗсем, федераци ведомствисенче тӑрӑшакансем. Республика хӑй умне пысӑк тӗллевсем лартнӑ. Тӗрлӗ проекта пурнӑҫа кӗртме 260 миллиард тенкӗ уйӑрӗҫ. Программа темиҫе пайран тӑрать. Вӗсенчен пӗри - Чӑваш Енре пурӑнакансен пурнӑҫ майне лайӑхлатасси. Вӑл шутра ҫемьесем валли ҫӗнӗ ипотека программи пурнӑҫа кӗртме планланӑ. Строительство компанийӗсене вара субсиди парса пулӑшӗҫ. Чӑваш Енре ҫавӑн пекех таса экологи продукцийӗ туса илессине тимлӗх уйӑрӗҫ. Промышленноҫ аталанӑвӗн никӗсӗнче вара машин тӑвакан, электротехника тата хими тытӑмӗсем пулмалла. 

 

Леонид Петров, Екатерина Храмкина, Вадим Владимиров