Тӑван республикӑна тата халӑха парӑнса ӗҫлеме тупа турӗ

Олег Николаев Республика Пуҫлӑхӗн должноҫне йышӑнчӗ. Уяв Оперӑпа балет театрӗнче иртрӗ.

Пысӑк пӗлтерӗшлӗ те паллӑ пулӑма пандемие пула хӑрушсӑрлӑх йӗркисене пӑхӑнса ирттерчӗҫ. Залра ҫынсем дистанцие пӑхӑнса вырнаҫнӑ. Республикӑн тӗп суйлав комиссийӗн председателӗ Александр Цветков Республика Пуҫлӑхӗн суйлавӗнче Олег Николаев ҫӗнтерни пирки пӗлтерчӗ. Ӑна сасӑлакансен 75,63% суйланӑ. Чӑваш Ен Конституцийӗпе килӗшӳллӗн Олег Николаев Республика Пуҫлахӗн должноҫне йышӑнни пирки Указ алӑ пусрӗ. Унтан Патшалӑх Канашӗн председателӗ Альбина Егорова ун кӑкӑрӗ ҫине Республика ертӳҫи пулнине ҫирӗплетекен паллӑ ҫакрӗ. 

Алена Артемкина, Маргарита Мельникова, Виктор Степанов, Вадим Владимиров.