Сасӑлав мӗнле пынине Обществӑлла сӑнав центрӗнче асӑрхаса тӑма пулать

Суйлав участокӗсем ӗҫлеме пуҫласанах Сӑнав центрӗ те алӑкне уҫрӗ. Вӑл Оперӑпа балет театрӗнче вырнаҫнӑ.

Центрта ирех ҫын йышлӑ. Кунта Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев та ҫитрӗ. Халӗ ҫак самантра брифинг пырать. Олег Николаев кунта киличчен Шупашкар районӗнчи Ҫӗктер ялӗнчи суйлав участокӗнче пулнине, республика пуласлӑхӗшӗн сасӑланине пӗлтерчӗ. Сасӑлав мӗнле пынине кунтан Обществӑлла палатӑн, политика партийӗсен, кандидатсен сӑнавҫисем курса тӑрӗҫ. Ҫакна валли видеостена йӗркеленӗ. Унта ку е вӑл суйлав участокӗнче мӗн пулса иртнине кирек хӑш вӑхӑтра та, тӳрремӗн асӑрхаса тӑма пулать. 

 

Екатерина Фомина, Игорь Ульянов