Республикӑшӑн пӗлтерӗшлӗ ӗҫ-пуҫ

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн тивӗҫне вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев Мускавра пулнӑ май, темиҫе килӗшӳ турӗ.

Ҫул ҫӳрев тухӑҫлӑ иртнине палӑртрӗ Олег Николаев. Тӗрлӗ пӗрлешӳ-предприяти ертӳҫисемпе тӗл пулма май килнӗ. "Цифра экономики" коммерциллӗ мар организацин тӗп директорӗпе Евгений Ковнирпа республикӑра цифра технологийӗсене хӑвӑртрах ӗҫе кӗртес пирки калаҫса татӑлнӑ. Тӗпрен илсен, ҫакӑ экономикӑна, социаллӑ тытӑма, патшалӑх тата муниципаллӑ управленине пырса тивет. Ҫавӑн пекех ытти килӗшӳсен пӗлтерӗшӗ те пысӑк. 

 

Екатерина Фомина