Республикӑри пур суйлав участокне те видео камерӑсемпе тивӗҫтереҫҫӗ 

Авӑн уйӑхӗнчи суйлава хатӗрленсе паянхи куна Чӑваш Енри сасӑлав лаптӑкӗсен ҫурринче сӑнав камерисем вырнаҫтарнӑ. Кун пирки регионти тӗп суйлав комиссийӗ пӗлтерет.

ӗтӗмпе республикӑра пӗр пин те 108 суйлав участокӗ ӗҫлемелле. Пин ытла ҫын сасӑлава хутшӑнма пултаракан лаптӑксенче 2-шер камера вырнаҫтараҫҫӗ. Ун пекки 350 участок пулать. Вӗсенчи лару-тӑрӑва онлайн мелӗпе сӑнама пулӗ. Ытти 758-шӗнче видео ҫырӑнса пырӗ. Камерӑсем мӗн ӳкернине пӗтӗмпех халӑх сӑнавӗн центрӗнче курма пулӗ. Вӑл Оперӑпа балет театрӗн нумай функциллӗ залӗнче вырнаҫать. 8 пысӑк монитор ҫине килсе тӑракан видеона уйрӑммӑн уҫса тата ҫавӑрттарса пӑхма май пур. Ҫыхӑну тытӑмӗнче тӑрашакансем халӗ кашни суйлав лаптӑкнех сӑнав камерисемпе тивӗҫтереҫҫӗ. 

Алексей Енейкин, Димитрий Макаров