Республикӑра пӗтӗмпе 1042 суйлав лаптӑкӗ ӗҫлерӗ

Ытларахӑшӗ шкулсемпе культура ҫурчӗсенче пулсан, 7 участок тӗрлӗ сиплев ҫуртӗнче, тепӗр 2-шӗ - следстви изоляторӗнче. Пирӗн пултарулӑх ушкӑнӗсем сасӑлав кунӗсенче тӗрлӗ муниципалитетри лару-тӑрӑва тимлерӗҫ.  Хулара та, ялта та пулчӗҫ.

Чӑваш Енре мӗнпур регионти пекех суйлав лаптӑкӗсем эрнекун, ирхи 8 сехетре уҫӑлчӗҫ. Ҫак ҫӗнӗлӗхпе усӑ курса хӑшӗ-пӗри ӗҫе кайнӑ чухнех е каҫпа - килӗсене таврӑннӑ чух ҫула май сасӑлав участокне кӗрсе тухрӗ.

Республикӑри 3 суйлав лаптӑкӗ ятарлӑ ҫар операцийӗнче пуҫ хунӑ Раҫҫей Геройӗсен ячӗсемпе уҫӑлчӗҫ. Елчӗк ҫумӗнчи тӳскелсем Николай Петров, улатӑрсем Александр Старчков, Шупашкар тӑрӑхӗнчи тренкассисем вара Дмитрий Семенов ячӗпе хисепленекен суйлав лаптӑкӗсенче сасӑларӗҫ.

Вӑтам ӳсӗмрисемпе аслӑраххисем хӑнӑхнӑ мелпе яланхиллех суйлав лаптӑкӗнчех сасӑларӗҫ. Ҫул ҫитнӗ май ҫакӑн пек яваплӑ тивӗҫе пурнӑҫласа пӗрремӗш хут суйлава хутшӑнакан ҫамрӑксем вара парнесене тивӗҫрӗҫ. Суйлав лаптӑкӗсем чӑвашсен тӗрлӗ вӑхӑтри ытти паттӑрӗсен ячӗпе те ӗҫлерӗҫ. Шуршӑлсем Андриян Николаева аса илчӗҫ пулсан, Шупашкарти Василий Чапаев ячӗпе хисепленекен 6-мӗш шкулта граждан вӑрҫин геройне, легендарлӑ дивизи командирне сума сурӗҫ. Сасӑламалли майсене питӗ меллӗ тунӑ.

Ҫапла, пурте ҫӗршыв пуласлӑхӗнче лӑпкӑлӑхпа тӑнӑҫлӑха шанса малалла ҫирӗп утӑмпа утар.

Алексей Енейкин, Святослав Петров