Шупашкарти 6-мӗш спорт шкулӗнче вырнаҫнӑ 2026-мӗш суйлав участокӗ те ирхи 8 сехетре хӑйӗн ӗҫне пуҫӑнчӗ. Чире пула ҫӗршыври лару-тӑру ҫаплипех лӑпкӑ мар. Ҫавна май сасӑлама килекенсем асӑрханччӑр тесе мӗн-пур хӑрушсӑрлӑх йӗркине пӑхӑнассине тӗпе хунӑ. Суйлава хутшӑнакана маскӑпа перчетке параҫҫӗ, алӑсене дезинфекци тӑваҫҫӗ. Сасӑлава хутшӑнакан кашни ҫын 4 бюллетень илет - иккӗшӗ Патшалӑх Думипе, тепӗр иккӗшӗ - Патшалӑх Канашӗпе. Суйлав 3 кун пырать. Участоксем ирхи 8 сехетрен каҫхи 8-ччен ӗҫлеҫҫӗ.
Алиса Александрова, Михаил Солин