Республикӑра "Ертӳҫӗсен команди" конкурса пӗтӗмлетрӗҫ

Ӑна патшалӑх тытӑмӗнче тухӑҫлӑ ӗҫлеме пултаракансене палӑртас тӗллевпе Олег Николаев пуҫарнӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсене регион ертӳҫи хӑй чысларӗ.

Правительство ҫурчӗн чи ҫӳлти хутӗнче патшалӑх тытӑмӗнче ӗҫлеме ӗмӗтленекен 25 пултаруллӑ ертӳҫӗ пухӑннӑ. Вӗсен вӑтам ӳсӗмӗ 39 ҫул. Пурте конкурс финалне тухнӑскерсем. 5-шӗ ҫӗнтерӳҫӗ ятне тивӗҫнӗ. Пӗтӗмпе вара ертӳҫӗсен конкурсне 500-е яхӑн ҫын хутшӑнма кӑмӑл тунӑ. Вӗсен пултарулӑхне патшалӑх ҫирӗплетнӗ эксперт комиссийӗ хакланӑ. Тупӑшӑва хутшӑнакансем ятарлӑ тестсем хыҫҫӑн ҫурма финала тухса хӑйсен проекчӗсене хӳтӗленӗ. Чи хастаррисем ҫӗнтерӳҫӗсем пулса тӑнӑ.

 

Алексей Енейкин, Владимир Синдеев