Республикӑра Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Патшалӑх Канашне янӑ Ҫырӑва сӳтсе яваҫҫӗ

Кӑҫал Комсомольскинче ҫӗнӗ шкул тума пуҫламалла, Ҫӗнӗ Шупашкарта вара медицина центрӗн ача-пӑча стационарне тӗпрен ҫӗнетме тытӑнмалла. Шупашкар хулинче тата Вӑрмар тӑрӑхӗнче ҫемье центрӗсем уҫма палӑртнӑ. Ҫавӑн пекех республикӑра "Кӗрешӳ" центр хута яма йышӑннӑ. Ҫакӑн пек тӗллевсем лартнӑ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫырӑвӗнче. Республика аталанӑвӗшӗн пӗлтерӗшлӗ документра мӗнпур отрасле тимлӗх уйӑрнӑ. Депутатсем, министрсем, тӗрлӗ ведомство пуҫлӑхӗсем, вӗренӳ, культура, спорт учрежденийӗсен ертӳҫисем, тӗрлӗ пӗрлешӳ хастарӗсем Ҫырӑва сӳтсе яваҫҫӗ. 

Мӗн-пур тӗллеве пурнӑҫа кӗртме тӑрӑшӑпӑр, - терӗҫ Патшалӑх Канашне янӑ Ҫырупа паллашнисем. Ӗҫӗ, чӑн та, нумай. Ӗҫлев тата социаллӑ хӳтлӗх министерствин, сӑмахран, "Ҫемье навигаторӗ" цифра сервисне хатӗрлемелле. Социаллӑ тӳлевсене индексаци тумалла. 

Республикӑри кашни иккӗмӗш ҫынна физкультурӑпа спорта явӑҫтарнӑ, ГТО юхӑмӗ те аталанать. Иртнӗ ҫул Чӑваш Енри 272 спортсмен Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ ушкӑнӗсен йышне кӗнӗ. Наци кӗрешӗвӗн уйрӑмӗсене кашни муниципалитетрах йӗркелесшӗн. Кӑҫал ҫак спортӑн центрне туса хума сӗнчӗ регион ертӳҫи. Ачасене пӗлӳ, вӗсене пур енлӗн аталанма майсем туса парассине те пысӑк тимлӗх уйӑраҫҫӗ. 

Ялсене аталантарас, унти пурнӑҫа хӑтлӑрах тӑвас тӗлӗшпе те республикӑра тӗллевлӗ ӗҫлеҫҫӗ. Олег Николаев палӑртнӑ тӑрӑх иртнӗ ҫул кӑна патшалӑхӑн тӗрлӗ программипе килӗшӳллӗн унта 7 миллиард тенкӗ ытла хывнӑ. Ял хуҫалӑхне те пысӑк тӗрев параҫҫӗ. 

2023-мӗш ҫул республикӑра Телейлӗ ачалӑх ячӗпе иртнӗ. Нумай ӗҫ-пуҫ йӗркеленӗ. Ҫав шутра тӗрлӗ форум, фестиваль, конкурс. 

Ҫырура лартнӑ тӗллевсене пурнӑҫа кӗртес тӗлӗшпе пурте пӗрле тӑрӑшӑпӑр, - терӗҫ Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем, Правительство пайташӗсем, обществӑлла пӗрлешӳсен хастарӗсем, тӗрлӗ учреждени-ведомство ертӳҫисем. 

Екатерина Фомина, Надежда Давыдова, Виктор Степанов, Игорь Ульянов, Вадим Владимиров, Андрей Шоклев, Димитрий Макаров