Халӑх хуҫалӑхӗпе патшалӑх службин академийӗн Шупашкарти филиалӗнче республикӑри чи пуҫаруллӑ ҫамрӑксем пуҫтарӑннӑ. Пурте вӗсем - конкурсӑн малтанхи тапхӑрӗсен ҫӗнтерӳҫисем. Пӗтӗмпе вара тупӑшӑва 1579 ҫын хутшӑнма кӑмӑл тунӑ. Малтан вӗсем тест витӗр тухнӑ. Ӑна эпидемиологи лару-тӑрӑвне шута илсе инҫет мелӗпе ирттернӗ. Ҫурма финала чи маттуррисем кӑна лекнӗ. Пӗтӗмпе 93 ҫын.
Елена Дмитриева, Анжелика Артемьева, Вадим Владимиров