Республика тӗп суйлав комиссийӗнче Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ пулас текенсене регистрацилеҫҫӗ

Пӗтӗмпе 4 кандидата ятарлӑ удостоверенисем панӑ.

Малтанах Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн пуканне йышӑнас текенсем муниципалитет али витӗр тухнӑ, депутатсемпе тӗл пулнӑ. Унтан тӗп суйлав комиссине кирлӗ документсем, хӑйсемшӗн алӑ пуснӑ хутсене тӑратнӑ. Мӗн кирлине пурнӑҫламаншӑн 7 ҫынна регистрацилеме килӗшмен. Ӗнер вара виҫӗ кандидата суйлава хутшӑнма ирӗк паракан удостоверенисемпе тивӗҫтерчӗҫ. 

 

Елена Дмитриева, Семен Антонов