Республика ҫыннисем Пӗтӗм Раҫҫейри сасӑлава хутшӑнаҫҫӗ

Паян Раҫҫей Конституцине кӗртме йышӑннӑ улшӑнусемшӗн сасӑламалли юлашки кун. Тӳрлетӳсем тӗп документӑн 20 ытла статйине пырса тивеҫҫӗ.

Раҫҫей президенчӗ Владимир Путин тӗп саккуна тӳрлетӳсем кӗртес пирки пуш уйӑхӗн 14-мӗшӗнче указ каларнӑ. Малтан пӗтӗм халӑх сасӑлавне ака уйӑхӗн 22-мӗшӗнче ирттермелле пулнӑ, анчах та коронавирус эпидемине пула ӑна кӑшт каярах - ҫӗртме уйӑхӗн 25-мӗшӗнчен пуҫласа утӑ уйӑхӗн пӗрремӗшчен йеркелеме палӑртнӑ. Ҫынсем хӑйсене меллӗ кун хутшӑнма пултарнӑ. 

 


 Елена Дмитриева, Никита Углёв