Парти Чӑваш Патшалӑх Канашӗн депутачӗ пулма та кандидатсене ҫирӗплетнӗ. Ҫак тӗллевпе иртнӗ форума регион ертӳҫи Олег Николаев та хутшӑнчӗ. Федераци шайӗнчи съездра Владимир Путин Президент тӳрӗ кӑмӑлпа малалла талпӑнма, шантарнине яваплӑха туйса пурнӑҫлама хушнӑ. Чӑваш Енре те ҫакна тӗпе хурӗҫ.
"Президент партийӗ пулнӑран пирӗн ҫӗршыв тата халӑх умӗнче уйрӑмах пысӑк тивӗҫ", - палӑртрӗ конференцие ертсе пынӑ май Сергей Артамонов. Регион шайӗнчи конференцире Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне маларах асӑннӑ парти кандидачӗсене суйларӗҫ. Вӗсем 8-мӗш созывӑн пӗр мандатлӑ суйлав округӗсенчен тата пӗрлехи суйлав округӗнчен. Списока ҫирӗплетессине маларах ирттернӗ сасӑлав витӗм кӳнӗ. Унта 121 пин ытла ҫын хутшӑннӑ. Пысӑк опытлӑ политиксемпе суйлав командине ятарлӑ ҫар операцине хутшӑннисем, ҫамрӑксем, тӗрлӗ профессире тӑрӑшакансем кӗме кӑмӑл тунӑ. Кандидатсем регионта пурӑнакансен ырлӑхӗшӗн, хӑтлӑ пурнӑҫӗшӗн ӗҫлесе Халӑх программине пурнӑҫлассине хӑйсем ҫине илӗҫ.
Республикӑра паянхи кун тӗлне халӑхран 25 пин ытла пуҫару йышӑннӑ. Программа депутатсен ҫитес созыври ӗҫ ҫул-йӗрне, тӗп тӗллевӗсене палӑртӗ.
Кандидатсен списокне ҫирӗплетнисӗр пуҫне конференцире ҫӗнӗ пайташсене парти билечӗсем пачӗҫ, проектсен муниципалитетсенчи хастарӗсене чысларӗҫ. Тепӗр тапхӑрта регионти уйрӑмӑн суйлав умӗнхи программине йышӑнӗҫ.
Алиса Александрова, Борис Андреев








