Социаллӑ тытӑмсенче хӑварнӑ, патшалӑх пулӑшу ӗҫӗсен порталне ярса панӑ ыйтусене тишкерсе регион управленийӗн центрӗнчи специалистсем вӗсене яваплӑ ведомствӑсене ҫитереҫҫӗ. Хуравпа часах тивӗҫтереҫҫӗ, ҫапах та ку е вӑл ҫивӗч ыйтӑва ҫийӗнчех татса пама май ҫук - вӑхӑт кирлӗ, теҫҫӗ вӗсем. Калӑпӑр, тӗрлӗ районта пурӑнакансем ҫине-ҫинех кӑҫал пӗр нуша - ӗҫмелли шывсӑр юлни пирки пӗлтернӗ. Ҫынсен ыйтӑвӗсене тимлӗхсӗр хӑварманни паха. Ҫакӑн усси куҫкӗретех. Регион управленийӗн центрӗ ҫӗнӗ ҫулта та халӑхпа тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлеме шантарать.
Екатерина Фомина, Сергей Петров