Раҫҫей Патшалӑх Думин депутачӗ Алла Салаева Хӗрлӗ Чутай тӑрӑхӗнчи шкулсен аталанӑвӗпе кӑсӑкланчӗ

Ялсенче упранса юлнӑ шкулсем мӗнлерех аталанаҫҫӗ тата ял ҫыннине паян мӗн пӑшӑрхантарать? Ҫак ыйтусене тӗпчесе Раҫҫей Патшалӑх Думин депутачӗ Алла Салаева Хӗрлӗ Чутай тӑрӑхне ҫитсе килчӗ. 

Хӗрлӗ Чутайри тӗп шкул Чӑваш Енри чи аслӑ пӗлӳ ҫурчӗсенчен пӗри шутланать. Кӑҫал вӑл 202 ҫул тултарать. Ҫавра ҫул тӗлне ӑна тӗпрен юсаса ҫӗнетнӗ. Иртнӗ ҫул вӗренекенсене тӗрлӗ енлӗ аталантарас тӗлӗшпе шкул ятарлӑ проекта хутшӑннӑ. 5 ачана ҫӗвӗҫ ӗҫне хӑнӑхтарнӑ. Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗпе пӗрле 30 ача "Вожатӑй" пулма вӗренет. Унсӑр пуҫне аслӑ классене ҫӳрекенсем повар профессипе пӗлӳ илеҫҫӗ. Шкулта 43 вӗренӳ кабинечӗ. Уяв ирттермелли, спорт тата ташӑ залӗсем, тӗрлӗрен ӑсталӑха аталантармалли пӳлӗмсем ӗҫлеҫҫӗ. Чӑвашсен авалхи кил-ҫурчӗпе паллаштаракан пӳлӗм те уҫнӑ. 

Ҫӗнӗ Атикасси шкулӗ те юсав хыҫҫӑн чаплӑ кермен пек курӑнса ларать. Кунта халӗ таврари 17 ялта пурӑнакан 114 ача пӗлӳ илет. Кунсерен 3 шкул автобусӗ 16 ялти 104 вӗренекене турттарать. Ачасен йышӗ чакса пырать пулин те, чӑваш ялӗ шанӑҫ ҫухатмасть-ха.

Кунта вӗренекенсем шкул саккинченех пӗрремӗш професси алла илеҫҫӗ. Ҫак хӗрсем, сӑмахран, паян тесен паян пӗр-пӗр фабрикӑра ӗҫлекен ҫӗвӗ ӑстисене улӑштарма пултараҫҫӗ. 

Вӗренӳпе производство класӗсене ятарлӑ проектпа килӗшӳллӗн йӗркеленӗ. Ҫак пӳлӗмре вара аслӑ классенче вӗренекен арҫын ачасем ял хуҫалӑх ӗҫӗнче усӑ курмалли ҫӗнӗлӗхсене хӑнӑхаҫҫӗ.

Кунтах ҫамрӑксем ял хуҫалӑх техникине юсакан слесарь профессине алла илеҫҫӗ. Ку тӗллевпе шкул Етӗрнери агротехника техникумӗпе ятарлӑ килӗшӳ тунӑ.

Питӗркасси шкулӗнче вӗренекенсемшӗн те кӗҫех ҫӗнӗ аталану майӗсем уҫӑлӗҫ. 30 ҫул каялла хута янӑ ҫурта халӗ тӗпрен улӑштарнӑ. Юсав ӗҫӗсене туса ирттерме 45 ытла миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Алла Салаева шкулти ырӑ улшӑнусемпе паллашнӑ май пӗлӳ ҫурчӗсене малашне те пысӑк тимлӗх уйӑрма тӑрӑшнине каларӗ.

Депутат Хӗрлӗ Чутайра хӑй патне тӗрлӗ ыйтупа пыракансене те йышӑнчӗ. Тӗп вырӑнта ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакан салтаксемпе ҫыхӑннӑ ыйтусем пулчӗҫ. Пантьӑк ялӗнче пурӑнакан Маргарита Максимовӑна аманнӑ ывӑлӗн шӑпи канӑҫсӑрлантарать. Ҫӗршыва хӳтӗлекенсене кирлӗ хатӗрпе тивӗҫтерес ыйту та ҫивӗч. Чылай чух отпуска килнӗ салтаксен те кану пирки шухӑшлама пӗр вӑхӑт та ҫук. Ҫак тата ытти ыйтусене пӗр кунта татса пама ҫук. Ҫавах та, вӗсем патшалӑх тимлӗхӗнче пулӗҫ.

Алексей Енейкин, Димитрий Макаров