Раҫҫей Конституцине улшӑнусем кӗртес тӗлӗшпе йӗркеленӗ сасӑлав Чӑваш Енре малалла пырать

Аса илтеретӗп, суйлав участокӗсем ҫӗршывра ҫӗртме уйӑхӗн 25-мӗшӗнче уҫӑлчӗҫ. Республика ҫыннисенчен нумайӑшӗ хӑйсен шухӑшне пӗлтерчӗ те ӗнтӗ.

Патшалӑх Канашӗн депутатне Николай Курчаткина суйлав участокӗнче мӗнпур хӑрушсӑрлӑх йӗркисене пӑхӑнса кӗтсе илчӗҫ. Коронавирус сарӑласран асӑрханса Роспотребнадзор сасӑлама килекенсен ӳт температурине виҫме, аллисене антисептикпе сирпӗтме сӗнет. Кашнине маскӑпа, перчеткепе, ручкӑпа тивӗҫтермелле. Николай Курчаткин ҫак ӗҫе суйлав участокӗнче лайӑх йӗркеленине палӑртрӗ. «Ҫавӑнпа сасӑлава хутшӑнасран хӑраса тӑмалла мар», - терӗ вӑл. 

Юрий Попов депутат та Конституцие ҫӗнетме вӑхӑт ҫитнӗ тенипе килӗшрӗ. Вӑл Кӳкеҫри Культура ҫуртӗнче вырнаҫнӑ участока пычӗ. 

 


Екатерина Фомина, Семён Антонов, Виктор Степанов