Раҫҫей Конституцине кӗртме палӑртакан улшӑнусен шучӗ 100 ытла

Чи пӗлтерӗшлӗ тӳрлетӳсенчен пӗри - культура ыйтӑвӗпе ҫыхӑннӑ.

Пирӗн республикӑра 128 халӑх ҫынни килӗштерсе пурӑнать. Конституцие кӗртекен улшӑнусем вара пур нацин хӑйнеевӗрлӗхне, чӗлхипе йӑли-йӗркине хӳтӗлеҫҫӗ. Тӳрлетӳсем ҫак пуянлӑха упраса хӑварма тата аталантарма тивӗҫ. Ҫавӑн пекех Конституцие кӗртекен улшӑнусемпе килӗшӳллен, культура патшалӑхӑн тӗп пуянлӑхӗпе танлашать. 

 

Елена Дмитриева, Вадим Владимиров