Сасӑлавӑн малтанхи 6 кунӗнче Чӑваш Енре унта хутшӑнма пултаракансен 53 проценчӗ хӑйсен шухӑшне пӗлтернӗ. Тӗрлӗ сӑлтава пула сасӑлав участокӗсене пырайманнисем патне суйлав комиссийӗнче ӗҫлекенсем килӗрен ҫӳренӗ. Ҫынсем сасӑлава хӑйсене меллӗ кун хутшӑнма пултарнӑран, утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнче суйлав участокӗсенче черет пулмарӗ. Ҫавах та ҫынсем килсех тӑчӗҫ.
Алексей Енейкин, Владимир Синдеев