Чӑваш Енри ҫамрӑксен пӗрлешӗвӗсем Республика кун-ҫулӗнче пулса иртекен ӗҫсемпе кӑсӑкланса малашлӑха ҫивӗч куҫпа пӑхаҫҫӗ. Халӑх пурнӑҫне лайӑхлатас шухӑшпа хӑйсен умне ырӑ тӗллевсем лартаҫҫӗ. Влаҫпа тачӑ ҫыхӑнура пулса ҫутӑ ӗмӗчӗсене пурнӑҫа кӗртсе пыраҫҫӗ. Ҫавах та, палӑртнине пурнӑҫланӑ чух йывӑрлӑхсем те сиксе тухаҫҫӗ. Пухӑнса кайнӑ ыйтусене татса памашкӑн шӑпах ҫакӑн евӗр тӗлпулусем пулӑшаҫҫӗ. Олег Николаев ҫамрӑксен ырӑ шухӑшӗсемпе усӑллӑ сӗнӗвӗсене яланах шута илнине палӑртрӗ. Тӗллеве ҫирӗп палӑртса ӗҫлекенсемшӗн пур алӑк та яланах уҫӑ пулнине каларӗ.
Алексей Енейкин, Димитрий Макаров