Правительство канашлӑвӗнче Раҫҫей Президенчӗн суйлавӗн Чӑваш Енри сасӑлавӗн кӑтартӑвне сӳтсе яврӗҫ

Чӑваш Енре пурӑнакансен палӑрмалла пысӑк пайӗ Владимир Путина суйланӑ - республикӑра сасӑлакансен 85 ҫурӑ проценчӗ ун майлӑ пулнӑ. 

Хӑйӗн граждӑнла тивӗҫне пирӗн регионта чылайӑшӗ пурнӑҫланӑ - сасӑлама пултаракансенчен 74 ытла проценчӗ суйлава хутшӑннӑ. Республика ертӳҫи Олег Николаев ҫӗршыв малашлӑхне палӑртассине тӗп вырӑна хунисене тав турӗ. 

Чӑваш Енре 569 пине яхӑн ҫын Владимир Путина малашне те ҫӗршыв Президенчӗ пулма шаннӑ - уншӑн 85 ҫурӑна яхӑн процент сасӑланӑ. КПРФ тӑратнӑ Николай Харитоновшӑн 5 процент ытла, "Новые люди" кандидачӗ Владислав Даванков - 4 тулли те 7 вуннӑмӗш, ЛДПР партин ертӳҫи Леонид Слуцкий - 3 процентран кӑшт ытларах сасӑ пухнӑ. 

3 кун пынӑ суйлава уйрӑмах республикӑн кӑнтӑр енче пурӑнакансем хастар хутшӑннӑ - Патӑрьел, Елчӗк, Комсомольски, Тӑвай, Улатӑр тӑрӑхӗсенче сасӑлакансем ҫав тери йышлӑ пулнӑ. Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар тата Улатӑр хулисенче вара сахалтарах, паллаштарчӗ малтанхи пӗтӗмлетӳпе Чӑваш Енри суйлав комиссйӗн ертӳҫи Геннадий Фёдоров. Республикӑра пурӑнакансем тӗрлӗ майпа сасӑлама пултарнӑ - лаптӑка ҫитсе е киле чӗнтерсе тата инҫет мелӗпе. Суйлав мӗнле иртнине 2 пин те 800 ытла сӑнавҫӑ асӑрхаса тӑнӑ. Вӗсем республикӑри пур суйлав участокне те ҫитсе килнӗ. 

Суйлав лаптӑксемпе пӗрлех электронлӑ сасӑлав мӗнле пынине те асӑрхаса тӑнӑ. Чӑваш Ен инҫет сасӑлава ӗҫе кӗртнӗ 29 регион йышӗнче. Республикӑри 225 пин ытла ҫын ҫак мелпе усӑ курнӑ. Онлайн суйланисен шучӗпе пирӗн регион чи пысӑк кӑтартупа палӑрнӑ. Ҫӗршывӗпе дистант мелӗпе сасӑлама кӑмӑлланисен 94 проценчӗ ҫак майпа усӑ курнӑ пулсан, Чӑваш Енре - 96 процент. Кашни утӑма - сасӑлакансене регистарциленинчен пуҫласа пӗтӗмлетӳсене шутласа пӗтеричченех, республикӑри Обществӑлла сӑнав пайташӗсем сыхӑ тӑнӑ. Мониторсенче тӑтӑшах улшӑнакан кӑтартусемпе паллаштарнӑ, ҫав шутра миҫе бюллетень пани, тытӑмра шута илни.

Сасӑлакансем ҫурҫӗрте те, ирхи 5-ре те суйлава онлайн хутшӑннине палӑртаҫҫӗ сӑнавҫӑсем. Елчӗксемпе тӑвайсем, патӑрьелсем электронлӑ майпа сасӑлассинче те хастар пулнӑ. Пӗтӗмӗшле илсен Чӑваш Енре суйлав лӑпкӑ ирнине палӑртаҫҫӗ Шалти ӗҫсен министерствинче. Суйлав саккуне пӑснӑ тӗлӗшпе 46 заявлени йышӑннӑ, ҫӗршыври лару-тӑрупа танлаштарсан, 3 хут сахалтарах преступлени шута илнӗ. 3 административлӑ протокол ҫырнӑ, бюллетеньсене ҫунтарма хӑтланнӑшӑн 1 уголовлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. 

Ирина Николаева, Светлана Позднякова, Дарья Паскарюк, Виктор Степанов