Паян Чӑваш Енре Суйлав комиссийӗсен кунӗ

Ҫак уява регион пуҫлӑхӗн Олег Николаевӑн Указӗпе ака уйӑхӗнче ҫирӗплетнӗ. Ӑна утӑ уйӑхӗн 27-мӗшӗнче паллӑ тума йышӑнни ӑнсӑртран мар. Шӑпах 1995-мӗш ҫулхи ҫак кун республикӑри суйлав комиссийӗн пӗрремӗш ларӑвӗ иртнӗ. 

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Комисси пайташӗсене суйлав йӗркелес ӗҫе пысӑк тӳпе хывнӑшӑн тав турӗ, наградӑсем парса хавхалантарчӗ. Анатолий Сайкин ҫак тытӑмра 2002-мӗш ҫултанпа тӑрӑшнӑ. Хӑйӗн тивӗҫне вӑл 18 ҫул пурнӑҫласа пынӑ. Ҫак хушӑра сахал мар ҫӗнӗлӗх пулнине палӑртать. Хӑй вӑхӑтӗнче Анатолий Сайкин ӗҫтешӗсемпе пӗрле автоматизациленӗ суйлав тытӑмне ӗҫе кӗртме хутшӑннӑ. Паянхи кун цифра технологийӗсем сасӑлав йӗркине кӗрсе ҫирӗпленнӗ ӗнтӗ. Суйлав участокӗсене видеосӑнавпа, бюллетеньсене шутлакан ятарлӑ комплекссемпе тивӗҫтереҫҫӗ. Интернет уҫлӑхӗнче сасӑламалли майсем те вӑй илсе пыраҫҫӗ. Республикӑри суйлав комиссийӗсем халӗ тӗрлӗ ӗҫре тӑрӑшакан 9 пине яхӑн ҫынна пӗрлештереҫҫӗ. Кӑҫалхи авӑн уйӑхӗнче вӗсен хӗрӳ тапхӑр пулӗ.

Екатерина Фомина, Михаил Нагоркин, Михаил Солин