Патшалӑх Канашӗнче Мускав вӑхӑчӗ ҫумне тепӗр сехет хушасси пирки 2018-мӗш ҫултах ыйту хускатнӑччӗ. Ун чухне сехет йӗпписене куҫармасӑрах хӑварнӑ. Анчах та, халӑхри хӑш-пӗр хастарсем ҫак ыйтӑва ҫине-ҫинех ҫӗклеҫҫӗ. Имӗш, Мускав вӑхӑчӗпе пурӑнсан, ӗҫе ҫӳрекенсен ҫутӑ кун тӑршшӗ самай кӗскелет. Нумай ҫын тул ҫутӑлсан ӗҫе иртерех кайса каҫпа та иртерех таврӑнма май пулнине палӑртать. Ҫавна май килти ӗҫсене тума та ытларах вӑхӑт юлать. Нумай пулмасть, сехете куҫарас ыйтӑва Чӑваш Ен пуҫлӑхӗ Олег Николаев халӑхран ыйтмаллине палӑртнӑччӗ. Ҫак сӗнӗве тӗпе хурса экономика министерстви интернетра ятарлӑ ыйтӑм ирттернӗ. Унта 24 пин ытла ҫын хӑйӗн шухӑшне палӑртнӑ. Вӗсен ытларах пайӗ - 49 проценчӗ Мускав вӑхӑчӗпех юласшӑн пулнине ҫирӗплетнӗ. Сехете малалла куҫарас текенсен йышӗ 48 процентпа танлашнӑ. Халӑх шухӑшне депутатсем черетлӗ ларура пӗтӗмлетрӗҫ.
Алексей Енейкин, Игорь Зверев