Монополие хирӗҫ кӗрешекен республикӑри службӑра иртнӗ ҫулталӑкри ӗҫ-хӗле пӗтӗмлетрӗҫ

Ведомствӑра транспорт, реклама, влаҫ тытӑмӗнче конкуренципе ҫыхӑннӑ ҫитменлӗхсем тупса палӑртни ҫинчен пӗлтерчӗҫ.

Ҫитменлӗхсен йышӗнче - килӗшӳсене тупӑшсӑр условисем кӗртни. Аукционсенче вара хаксене пӗр шайра тытса тӑнӑ тӗслӗхсем пулкаланӑ. Конкурссенче хӑш-пӗр тупӑшакана ҫӗнтерсе илме лайӑх майсем туса пани те вӑрттӑнлӑх мар. Рекламӑра та саккун йӗркине пӑснӑ тӗслӗхсем пур. Ку енӗпе суя тата ҫителӗксӗр информаци вырнаҫтарнине, кӳрентернине, абонент ирӗк памасӑр рекламӑна электроҫыхӑнупа сарнине тупса палӑртнӑ. Пур тӗслӗх пирки те тивӗҫлӗ мерӑсем йышӑннӑ. 

 

Леонид Петров, Игорь Ульянов