Куҫа-куҫӑн та, инҫет мелӗпе те ыйтусене сӳтсе яврӗҫ

Раҫҫей Патшалӑх Думин депутачӗ Алла Салаева граждансене харпӑр хӑй ыйтӑвӗсемпе йышӑнчӗ. Ӑна Вӗренӳ тата Культура министрӗсем пулӑшрӗҫ. 

Венера Акимова Муркаш районӗнчи Рыккакасси ял старости. Ҫавӑнпа та унта пурӑнакансене мӗнле ыйтусем хумхантарнине лайӑх пӗлет. Кунта вӑл Культура керменӗ хӑпартас ыйтупа ҫитнӗ. Ялти клуб 1911-мӗш ҫулта хута янӑ ҫуртра вырнаҫнӑ. Ҫак таранччен вӑл мӗн тери юхӑнни каламасӑрах паллӑ. Унта шыв та, газ та ҫук. Ҫурта тимӗр кӑмакапа хутса ӑшӑтаҫҫӗ, тет Венера Петровна. Ку ыйтӑва Культура министрӗ Светлана Каликова тӗпчеме шантарчӗ. Ҫывӑх вӑхӑтра вӑл Муркаш тӑрӑхне ҫитсе килме палӑртать. Канаш районӗнчи Уҫырма ялӗнчи Роза Малина та обществӑлла ыйтупа килнӗ. Ӑна хӑй ертсе пыракан сатик ҫурчӗн шӑпи пӑшӑрхантарать. Вӑл пич енчен ҫурӑлса кайнӑ - тӗплӗ юсав кирлӗ. Паянхи куна проектпа смета документацийӗ хатӗр, экспертиза тухнӑ. Укҫа-тенкӗ ыйтӑвӗ кӑна татӑлман. 

Диана Иванова, Димитрий Макаров