Патшалӑх влаҫ органӗсенче тӑрӑшакансен сасӑлавне Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев уҫрӗ. Вӑл мӑшӑрӗпе Наталья Алексеевнӑпа тӗп хулари Ухсай Якковӗ ячӗллӗ культура керменӗнче вырнаҫнӑ участока ирех ҫитрӗ. "Пурте пӗрле суйлава хутшӑнса эпир ҫӗршыв пуласлӑхӗшӗн кар тӑратпӑр", - терӗ вӑл. Олег Алексеевич "мобиллӗ сасӑлавҫӑ" сервиспа усӑ курчӗ.
Шупашкарти коопераци институтӗнчи суйлав участокӗсенче те ҫак кунсенче ҫын татӑлмарӗ. Кунта Патшалӑх Думин депутачӗсем Алла Салаевапа Анатолий Аксаков пӗрремӗш кунхинех ҫитрӗҫ. Вӗсем хавхалануллӑ кӑмӑлпа сасӑланине пытармарӗҫ. Суйлавҫӑсенчен ытларахӑшӗ те, йӑлана кӗнӗ йӗркепе, ятарлӑ участоксене пычӗҫ. Суйлав вӗсемшӗн уяв пулнине каларӗҫ. Кашниех тӑнӑҫ пурнӑҫпа ырӑ малашлӑхшӑн сасӑланине палӑртрӗҫ. Ҫемйипе, ачисемпе пӗрле килекенсем те пулчӗҫ.
Патшалӑх Думин депутачӗн Алена Аршинован шухӑшӗпе, суйлава хутшӑнасси - ҫӗршывра пурӑнакан кашни ҫыннӑн тивӗҫӗ. Вӑл хӑйӗн сассине Шупашкарти 2035-мӗш участокра пачӗ. Алена Игоревна хӑйӗн пурнӑҫӗнче ҫӗршыв президенчӗн суйлавне 5-мӗш хут хутшӑннине, яланах ҫакна яланах пысӑк хавхаланупа пурнӑҫланине пӗлтерчӗ.
Оксана Верликова, Михаил Солин, Денис Пахмутов, Екатерина Янгалакова