Тӳрӗ эфир сехет ҫурӑ майлӑ пычӗ. Чӑваш Ен ертӳҫи чылай ҫивӗч ыйтӑва хуравлама ӗлкӗрчӗ. Черет ҫитменнисене те тимлӗхсӗр хӑвармӗҫ, вӗсене яваплӑ ведомствӑсенче пӑхса тухӗҫ. Тӗп ыйтусенчен пӗри вӗренӳ тытӑмӗпе ҫыхӑннӑ. Шупашкарти "Лента", "Садовый", "Университет" микрорайонсенче тата Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакансене ҫак ыйту канӑҫ памасть. Олег Николаев каланӑ тӑрӑх, чылай ҫӗрте шкул строительстви кӑҫал пуҫланмалла. Шупашкар районӗнчи Ҫатракасси ялӗнче пурӑнакансен вара шыв ҫук. Тӗрӗссипе, кашни виҫҫӗмӗшӗ шывпа ҫыхӑннӑ йывӑрлӑх пирки пӗлтернӗ тесен те юрать. Олег Николаев ку ыйтӑва тимлӗхсӗр хӑвармастпӑр, терӗ.