"Элара" предприятире инвестици проекчӗсене аталантараҫҫӗ, хушма ӗҫ вырӑнӗсем йӗркелеҫҫӗ

Пӗрлешӳ федерацин цифра экономикин программипе килӗшӳллӗн электро станцийӗсене автоматизацилеме пулӑшать.

Чӑваш Енре туса кӑларакан программӑпа техника комплексӗпе электро станцийӗсене ҫӗнетеҫҫӗ. Пирӗн приборсем шанчӑклӑ пулнине палӑртмалла. Ҫавӑнпа саккассен географийӗ те питӗ анлӑ. "Элара" продукцийӗпе хамӑр ҫӗршывра анчах мар, Узбекистанра, Индире, Венгрире, Болгарире усӑ кураҫҫӗ. Предприяти тӑрӑшнипе чукун ҫул тытӑмӗнче инновациллӗ цифра комплексне пурнӑҫа кӗртеҫҫӗ. Электропоездсен управлени тытӑмне те ҫакӑнтах ӑсталаҫҫӗ. Унпа пӗрлех ҫул ҫинчи хӑрушсӑрлӑха ӳстерекен микропроцессорсем, ытти ӑслӑ хатӗрсем тӑваҫҫӗ. 

 

Леонид Петров, Игорь Ульянов