"Единая Россия" партин суйлав умӗнхи сасӑлавӗ вӗҫленчӗ

Унӑн пӗтӗмлетӗвӗ тӑрӑх авӑн уйӑхӗнче пулакан суйлава хутшӑнакан кандидатсене ҫирӗплетӗҫ. Ку ӗҫ-пуҫа кӑҫал пӗрремӗш хут электронлӑ майпа ирттернӗ. Кӑмӑл тӑвакансем хӑйсен сассине патшалӑх пулӑшу ӗҫӗсен порталӗ урлӑ пама пултарнӑ.

"Единая Россия" парти ирттерекен малтанхи сасӑлава Чӑваш Патшалӑх Канашӗн тата Раҫҫей Патшалӑх Думин депутачӗсем пулас текен 220 кандидат хутшӑннӑ. Вӗсене суйлав округӗсемпе тата парти списокӗпе тӑратнӑ. Халӑх суйланӑ ҫын пулас текенсен йышӗнче ҫӗнӗ ят нумай. Ҫакӑ парти хӑйсен ретне тӗпрен ҫӗнетме хатӗрленнине пӗлтерет. Электронлӑ сасӑлав ҫу уйӑхӗн 24-мӗшӗнчен пуҫласа пӗр эрне пынӑ. Чӑваш Енре пурӑнакансем унта нихҫанхинчен хастар хутшӑннӑ. Волонтерсем пулӑшнипе сасӑлакансен географийӗ анлӑланнӑ. Хуласемпе пӗрлех ялсенче пурӑнакансем те хӑйсен шухӑшне пӗлтернӗ. Ҫапла майпа республикӑри суйлавҫӑсен 20 проценчӗ электронлӑ сасӑлава хутшӑннӑ. Ку кӑтарту 2016-мӗш ҫултипе танлаштарсан виҫӗ процент нумайрах. 

Леонид Петров, Владимир Синдеев