"Единая Россия" партин регионти уйрӑмӗн конференцийӗ иртрӗ

Пухӑннисем пӗлтӗрхи ӗҫ-хӗле тата ҫу уйӑхӗнчи электронлӑ сасӑлава пӗтӗмлетрӗҫ. Унпа пӗрлех ҫӗртме уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Мускавра пулакан съезда кайма делегатсене суйларӗҫ.

Конференцие хастарсем пур хулапа районтан - пурӗ 100 ытла ҫын хутшӑнчӗ. Чӑваш Енри парти уйрӑмӗн секретарӗ Алена Аршинова иртнӗ ҫул калӑпӑшлӑ ӗҫсем тунине палӑртрӗ. Вӑл шутра вырӑнти пуҫарусене федераци шайне ҫитерни пысӑк вырӑн йышӑннине каларӗ. Уйрӑммӑн илсен, вӗренӳ, социаллӑ хӳтлӗх, культура, сывлӑх тата аграри тытӑмӗсене пысӑк тимлӗх уйӑрнӑ. Кӑҫал, сӑмахран, республикӑра "Вӗренӳ" наци проекчӗпе килӗшӳллӗн виҫӗ шкул хӑпартаҫҫӗ. Ҫуллахи каникул вӑхӑтӗнче 54 пӗлӳ ҫуртне ҫӗнетӗҫ. Ача сачӗсене те юсав программине кӗртнӗ. 

 

Леонид Петров, Владимир Синдеев