Ҫитес суйлавра участоксенче бюллетеньсене шутлакан ятарлӑ хатӗрсем вырнаҫтарӗҫ

Ҫавӑн пекех Раҫҫей Патшалӑх Думин депутачӗ пулассишӗн Шупашкарти 38-мӗш округра тупӑшакан кандидатсемшӗн Беларуҫре пурӑнакан Раҫҫей гражданӗсем сасӑлама пултараҫҫӗ. 

Бюллетеньсене шутлакан ятарлӑ комплекссемпе республикӑра унччен те уса курнӑ. Чӑн та, халӗ вӗсен шучӗ нумайрах пулӗ. Малтан вӗсене 129 участокра вырнаҫтрама палӑртнӑ пулсан, халь - 132-шӗнче лартма йышӑннӑ. Вӑл бюллетеньсене ҫийӗнчех шутласа пырать, хӑш кандитатшӑн миҫе сасӑ пулнине палӑртать. Ҫак ӑслӑ техника комисси членӗсен ӗҫне самай ҫӑмӑллатать. Сӑмах май, вӗсене унпа усӑ курма ятарласа вӗрентӗҫ. Хӑш-пӗр суйлав участокӗнче икӗ пин ытла сасӑлакана кӗтеҫҫӗ. Шӑпах ҫавнашкал пысӑк лаптӑксенче вырнаҫтарӗҫ ятарлӑ хатӗрсене. Патшалӑх Думин депутачӗ пулас текен кандидатсемшӗн халь Беларуҫре пурӑнакан Раҫҫей ҫыннисен сасӑлама май пур. Минскра вырнаҫнӑ пирӗн ҫӗршыв посольствинче вӗсем хӑйсен сассине пама пултараҫҫӗ, анчах пур кандидатшӑн мар, Шупашарти 38-мӗш округрисемшӗн кӑна.