Ҫитес суйлавра Чӑваш Енре 20 тонна дезинфекци шӗвекӗ усӑ курӗҫ

Республикӑн тӗп суйлав комиссийӗ авӑн уйӑхӗнче иртекен сасӑлава эпидемиологи йӗркисене пӑхӑнса ирттерме хатӗрленет. 

Тӗп суйлав комиссийӗнче халӗ республика парламенчӗн депутачӗ пулас текенсенчен документсем йышӑнаҫҫӗ. Суйлав бюллетенне лекес тесен вӗсен малтан регистрациленмелле. Ҫакна валли депутат пулас текен ҫыннӑн хӑйӗн кандидатурине ырлакан ҫынсене алӑ пустармалла. Ҫакна патшалӑх пулӑшу ӗҫӗсен порталӗ урлӑ тума пулать. Интернетра пӗр ҫын тӳрех темиҫе кандидатшӑн сасӑлама пултарать. Коронавируса сарӑлма парас мар тесе суйлава ирттерес ӗҫе улшӑну кӗртнӗ. Пӗр вырӑнта халӑх йышлӑ пухӑнасран сасӑлава виҫӗ кун ирттерме йышӑннӑ - аван уйӑхӗн 17-мӗшӗнчен пуҫласа 19-мӗшчен. Суйлав участокӗсенче хӑрушсӑрлӑх йӗркисене ҫирӗп пӑхӑнӗҫ.