Ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене тата вӗсен ҫемйисене пулӑшасси - пирӗн тӗп тӗллев, палӑртрӗ Ӗҫлев тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗ Алена Елизарова "ҫавра сӗтеле" уҫнӑ май. Паян тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫисен тата вӗсен тӑванӗсен тӗлӗшпе республика шайӗнчи 37 пулӑшу мелӗ ӗҫлет. Вӗсене ҫӗнетсех пыраҫҫӗ. Иртнӗ ҫул ҫар инваличӗсене уйӑхсерен паракан тӳлеве икӗ хут ӳстернӗ, ҫавӑн пекех аманнӑшӑн пӗр хут тӳлев параҫҫӗ, ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансен ачисене вӗренӳ учрежденийӗсенче тӳлевсӗр апатлантараҫҫӗ, вутӑ туяннӑ тӑкаксен 50 процентне саплаштараҫҫӗ. Салтаксене пулӑшас тӗллевпех "Мирлӗ пурнӑҫа утӑм" проект пуҫарнӑ. Унпа килӗшӳллӗн хуласемпе округсене "Тӗрев десанчӗ" тухса ҫӳрет. Юристсем, социаллӑ тытӑмра ӗҫлекенсемпе тӗрлӗ ведомствӑра тимлекенсем вырӑна ҫитсе ҫивӗч ыйтусене татса пама пулӑшаҫҫӗ. Пӗтӗмпе 800 ытла ҫынна йышӑннӑ. Кӑҫал вара "Тӗрев десанчӗ" "Единая Россия" партин регионти проечӗсен йышне кӗнӗ. Пухӑннисен сӳтсе явмалли чылай пулчӗ.
Салтаксене ӗҫ тупса парассине те асӑрхасах тӑраҫҫӗ. Халӑха ӗҫпе тивӗҫтерекен центра пӗлтӗр ҫак ыйтупа 153 ҫын пынӑ. Вӗсенчен 87-шне вырнаҫтарнӑ. 30 ҫынна вара хӑйӗн ӗҫне йӗркелеме пулӑшнӑ. Министр палӑртнӑ тӑрӑх, ҫивӗч ыйтусем те пур. Хӑшпӗр чухне мирлӗ пурнӑҫа таврӑннисем хушма пӗлӳ илесшӗнех мар е ытти сӑлтава пула ӗҫе вырнаҫаймаҫҫӗ. Ҫакна тӗпчесе татса памалла, терӗ Алена Елизарова. Ҫӗнтерӗве ҫывхартассине вара кашни май килнӗ таран тӳпе хывать. Хастарсем хӳтлӗх каррисем ҫыхаҫҫӗ, окоп ҫуртисем тӑваҫҫӗ, типӗ душ, апат-ҫимӗҫ хатӗрлеҫҫӗ. Шупашкар тӑрӑхӗнчи Апаш ялӗнчи кӗмӗл волонтерсем те ҫак тӗллевпе вырӑнти Культура ҫуртне ӗҫе ҫӳренӗ пек ҫӳреҫҫӗ.
Республикӑра "Единая Россия" партин 25 проекчӗ пурнӑҫланать. Кашни енпе иртнӗ 5 ҫулта пӗлтерӗшлӗ ӗҫсем тума пултарнӑ. Форум вӑхӑтӗнче те хамӑр салтаксем патне гуманитари пулӑшӑвӗ ӑсатрӗҫ. Йывӑр тиевлӗ машинра - хӑма-пӗрене таврашӗ. Палӑртмалла, парти ятарлӑ ҫар операци пуҫланнӑранпах "Пӗтӗмпех фронт валли, пӗтӗмпех Ҫӗнтерӳ валли" девизпа ӗҫлет. "Ҫавра сӗтел" вӑхӑтӗнче хускатнӑ кашни сӗнӗве шута илчӗҫ, вӗсенчен чылайӑшӗ ҫӗнӗ программӑна кӗрӗ.
Диана Сафонова, Денис Афанасьев