Инҫет мелӗпе сасӑлава хутшӑнас текенсен маларах патшалӑх пулӑшу ӗҫӗсен порталӗнче заявлени хӑвармалла пулнӑ. Ҫӗнӗлӗх суйлав участокне тӗрлӗ сӑлтава пула пырайманнисемшӗн меллӗ. Электронлӑ сасӑлав ятарлӑ порталта иртнӗ. Унти кашни утӑма тӗплӗн ӑнлантарса панӑ. Сасӑлав тӗрӗс те кӑлтӑксӑр ирттӗр тесе вара обществӑлла сӑнавҫӑсем асӑрхаса тӑнӑ. Компьютер экранӗнче кашни тапхӑр курӑнать. Камшӑн сасӑ пани ҫеҫ паллӑ мар.
Вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсен депутачӗсене 9 муниципалитетра - Улатӑр хулинче, Элӗк, Куславкка, Муркаш, Етӗрне, Вӑрмар, Тӑвай, Шупашкар, Сӗнтӗрвӑрри тӑрӑхӗсенче суйланӑ. Пурӗ 34 участок ӗҫленӗ. Шупашкар тӑрӑхӗнчи 1738-мӗш суйлав лаптӑкне Апашра тата Туҫикассинче пурӑнакансем кӗреҫҫӗ. Вӗсем сасӑлава яваплӑха туйса хутшӑннине палӑртрӗҫ.
Сӑнав штабӗн хастарӗсем суйлав иртнӗ кашни хулапа округрах ӗҫленӗ, пур ҫӗрте те сасӑлав уҫӑ та кӑлтӑксӑр пулнине палӑртнӑ.
Диана Иванова, Андрей Шоклев