Малтанхи пӗтӗмлетӳ тӑрӑх, Чӑваш Енри суйлавҫӑсен 70 ытла проценчӗ сасӑлава хутшӑннӑ. Инҫет электронлӑ майпа 96 тулли те 14 ҫӗрмӗш проценчӗ усӑ курнӑ. Елчӗк тӑрӑхӗнче вара ку кӑтарту 100 процентпа танлашать. Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Чӑваш Ен хӑйӗн хастарлӑхӗпе ытти регионсемшӗн тӗслӗх пулнине, суйлав лӑпкӑ та саккунпа килӗшӳллӗн иртсе кайнине палӑртрӗ.
Чӑваш Республикин суйлав комиссийӗн председателӗ Геннадий Федоров та сасӑлав тӗрӗс те уҫӑмлӑ иртнине ҫирӗплетрӗ. "Йӗркене пӑснӑ тӗслӗхсем пулман, сӗнӳсем вара пулчӗҫ. Вӗсене эпир малашнехи ӗҫре усӑ курӑпӑр", - терӗ. Ҫавӑн пекех вӑл йӗрке хуралҫисене, массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче тӑрӑшакансене сасӑлава йӗркелеме тата ҫутатма пулӑшнӑшӑн тав турӗ. Обществӑлла сӑнав центрӗн ертӳҫи Елена Кузьмина суйлава асӑрхаса тӑракансен ӗҫне ырларӗ. "Пурӗ центра 20 пине яхӑн тӗрлӗ хыпар килчӗ. Вӗсене пурне те ҫийӗнчех тишкерсе тухнӑ. Унсӑр пуҫне обществӑлла сӑнавҫӑсем 800 ытла суйлав участокне ҫитсе курчӗҫ. Ниҫта та пирӗн ӗҫе чӑрмав кӳмен", - пӗтӗмлетрӗ Елена Кузьмина.
Владимир Тимофеев, Андрей Шоклев