Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн пуканне йышӑнас текенсем районсемпе хуласен хастарӗсемпе тӗл пулчӗҫ

Ҫак ҫӗнӗлехе регион ертӳҫи Олег Николаев пуҫарӑвӗпе ирттернӗ. Юлашки тӗлпулу Шупашкарта пулчӗ.

Кандидатсем хӑйсемпе паллаштарнипе пӗрлех ӗҫ программи пирки каласа кӑтартнӑ. Ҫапла кашни ҫынна 5-6 минут уйӑрса панӑ. Унтан вара Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ пулас текенсем депутатсен ыйтӑвӗсене хуравланӑ. Ҫакнашкал тӗл пулусен тӗллевӗ - суйлав умӗн пурне те пӗрешкел майсем туса парасси. Ӑна депутатсем те, кандидатсем те ырласа йышӑннӑ. 

 

Елена Дмитриева, Владимир Синдеев