Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Патшалӑх Канашне яракан Ҫырӑвӗпе паллаштарчӗ

Ку вӑл регион малашлӑхӗшӗн, социаллӑ пурнӑҫӗшӗн, пур енлӗ аталанӑвӗшӗн пӗлтерӗшлӗ документ. Тӗпрен ҫӗнетнӗ Чӑваш патшалӑх филармонине депутатсем, Правительствӑра ӗҫлекенсем, тӗрлӗ пӗрлешӳ ертӳҫисем пуҫтарӑнчӗҫ. 

Ҫырупа паллаштарнӑ, маллашнехи тӗллевсене палӑртнӑ май республика ертӳҫи социаллӑ пурнӑҫа ырӑ енне улӑштарса пырасси ҫине уйрӑм пусӑм туни сисӗнчӗ. Олег Николаев хӳтӗлев чиккисене тунӑ ҫӗрте ырми-канми тӑрӑшнӑ ӗҫ паттӑрӗсен ятне ӗмӗр-ӗмӗре халӑх асӗнче сыхласа хӑварассипе чи малтан пирӗн регион пӗлтерӗшлӗ утӑмсем тунине каларӗ. Шупашкар кӑҫал ӗҫ мухтавӗн хулин статусне илме пултарнӑ, ҫавӑн пекех Чӑваш Енре вӑрҫӑ ачисем пирки калакан саккуна йышӑннӑ. Унпа килӗшӳллӗн тӗрлӗ тӳлев евӗрлӗ пулӑшу майӗсене те пӑхса хумалла. Регион ертӳҫи Ӗҫлевпе социаллӑ хӳтлӗх тата Финанс министерствисем умне лартнӑ тепӗр тӗллев - тыл ӗҫченӗсем уйӑхсерен илсе тӑракан тӳлеве ӳстерсе ӗҫ ветеранӗсеннипе танлаштарасси. 

Пултаруллӑ ҫамрӑксем илсе тӑракан Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн ятарлӑ стипенди виҫи 2009-мӗш ҫултанпа улшӑнман. Ӑна 700 тенке яхӑн ӳстерсе 2 пин те 500 тенке ҫитерме палӑртнӑ. 

Ҫырура палӑртнипе килӗшӳллӗн ҫывӑх вӑхӑтра Сӗнтӗрвӑрринче, Кӳкеҫре, Ҫӗнӗ Шупашкарта ҫӗнӗ пӗлӳ ҫурчӗсем ҫӗклемелле. Ҫавӑн пекех тӗп хулара 5 шкул уҫмалла. 

Олег Николаев Чӑваш Патшалӑх Канашне янӑ ҫырупа паллашма муниципалитет ертӳҫисем те ҫитнӗ. "Ял пурнӑҫӗн малашлӑхне, шӑпине, халӑхӑн пурнӑҫ шайне пысӑк тимлӗх уйӑрни тем пек кирлӗ те вырӑнлӑ", - тесе палӑртрӗҫ вӗсем. 

Документра республикӑра туризм енӗпе ҫине тӑрса ӗҫлес ыйтӑва та хускатнӑ. 

Алиса Александрова, Татьяна Самсонова, Игорь Ульянов, Андрей Шоклев