Ҫӗрпӳсем республика ҫуралнӑ кунӗ ячӗпе илнӗ парнепе мӗнле усӑ курассине татса пачӗҫ

Конституцине кӗртекен улшӑнусемшӗн сасӑланипе пӗрлех республика ҫыннисем ял-хуласене хӑтлӑх кӳмелли проектсене те суйларӗҫ.

Ҫӗрпӳ хулинче вырӑнти администраци 6 проект хатӗрленӗ. Унта ҫулсем юхӑннӑ урамсене, нумай хваттерлӗ ҫурт картишӗсене, шыв колонкисене кӗртнӗ. Республика 100 ҫул тултарнине халалласа сквер тӑвас сӗнӳ те пур. Ҫынсенчен ытларахӑшӗ Маяковски урамӗнчи лаптӑка йӗркене кӗртессипе пӗр шухӑшлӑ пулчӗ. Тирпей-илем кӗртессипе Опытный поселокӗ сасӑлава 3 проект тӑратнӑ. Ҫынсем кунта ача-пӑча лаптӑкӗ кирлине палӑртрӗҫ. 

 


Леонид Петров, Вадим Владимиров