Авӑн уйӑхӗнчи суйлав валли обществӑлла сӑнавҫӑсене хатӗрлес ӗҫ вӗҫленсе пырать

Пӗрлехи сасӑлав кунӗччен виҫӗ уйӑх пулин те, чылай районпа хулара сӑнав штабӗсем хатӗр ӗнтӗ.

уйӑх пулин те, чылай районпа хулара сӑнав штабӗсем хатӗр ӗнтӗ. Чӑваш Енри обществӑлла палата хастарӗсем малтан муниципалитетсенче семинарсем ирттернӗ. Пӗтӗмпе паянхи куна икӗ пин ытла ҫын пӗлӳ илнӗ. 

Халӗ пулас сӑнавҫӑсене Шупашкарта хатӗрлеҫҫӗ. Юлашки семинарсем Мускав районӗнче иртӗҫ. Ҫапла вӗренсе тухнисем ҫумне тата 200 ҫын хутшӑнӗ. Суйлав тӗрӗслӗхӗпе уҫӑмлӑхне асӑрхаса тӑрас текенсен йышӑнче кӑҫал ҫамрӑк нумай пулнине палӑртаҫҫӗ семинар йӗркелӳҫисем. Хӑшӗ-пӗри ҫак яваплӑ ӗҫе пӗрремӗш хут хутшӑнать. 

 

Елена Дмитриева, Вадим Владимиров, Игорь Ульянов