"Амазони" паркра "Чӑваш Ен ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗшӑн" ятпа ташӑ флешмобӗ иртрӗ

Ӑна Транспорт министерстви тата ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑх патшалӑх инспекцийӗн республикӑри управленийӗ йӗркелнӗ.

Хаваслӑ юрӑ-кӗвӗ, ялтӑркка тӗссем, ансат хусканусем... Пухӑннисем ташӑ урлӑ ҫуран ҫӳрекенсемпе водительсене ҫул ҫинче йӗркене ҫирӗп пӑхӑнмаллине кӑтартрӗҫ. Флешмоба 300 яхӑн ҫын хутшӑнчӗ. Вӗсен йышӗнче пултарулӑх ушкӑнӗсем, шкул ачисемпе студентсем. Ташӑ-юрӑ композицине проект валли "Небелица" ушкӑна ҫӳрекенсем хатӗрленӗ. Ҫуллахи каникул вӑхӑтӗнче ачасен пушӑ вӑхӑт нумай, вӗсем урамра ытларах пулаҫҫӗ, ҫавӑнпа ҫул-йӗр правилисене пӑхӑнни, хӑрушсӑрлӑх йӗркисене асра тытни пӗлтерӗшлӗ. Водительсен те хӑвӑртлӑха пысӑклатмалла мар, ҫуран ҫӳрекенсем ҫул урлӑ каҫнӑ вырӑнсенче уйрӑмах тимлӗ пулмалла. Республикӑра кӑҫалхи 5 уйӑхра 5 пине яхӑн авари пулнӑ. Ҫуран ҫӳрекенсен айӑпӗпе сиксе тухнӑ 40 ытла инкеке шута илнӗ. 16 ҫула ҫитменнисемпе 46 пӑтӑрмах пулнӑ. 

Диана Иванова, Дмитрий Макаров