План ҫурхи призывран сахалрах

Ыран Раҫҫейре кӗрхи призыв пуҫланать. Чӑваш Енри ҫар комиссариачӗсем хӑйсем умне лартнӑ тӗллевсене пурнӑҫлама хатӗр. Кӑҫал салтака 1057 каччӑ ӑсатмалла. Яваплӑ тапхӑр пирки журналистсене Республикари ҫар комиссариатӗнче каласа кӑтартрӗҫ.


Надежда Александрова, Михаил Солин


Ҫуркунне кӑҫал 1400 ҫамрӑка хӗсмете ӑсатнӑ. Вӗсем Раҫҫейӗн тӗрлӗ кӗтесӗнче хӑйсен тивӗҫне тӳрӗ кӑмӑлпа пурнӑҫлаҫҫӗ. Ҫавӑн пекех пирӗн каччӑсем Абхазипе Ҫурҫӗр Осетинче сыхӑ тӑраҫҫӗ. Ҫара ӑсатнӑ ҫамрӑксенчен 16 проценчӗ аслӑ пӗлӳллӗ пулни паллӑ. Йывӑрлӑхсене илес пулсан, тӑван ҫӗршыв умӗнче тивӗҫе пурнӑҫлассинчен тарса ҫӳрекенсем пуррине палӑртрӗҫ. Ҫакӑншӑн 19 каччӑна административлӑ явап тыттарма йышаннӑ, 3-шне судпа айӑплӗҫ.
Кӗрхи призывра 1057 ҫамрӑк салтак тумӗ тӑхӑнӗ. Ку вӑл ҫурхинчен самай сахалрах. Республикӑри ҫар комиссариатӗнчи пай пуҫлӑхӗ Сергей Козюра ҫакна пахалӑх ыйтӑвӗ тӗп вырӑнта пулнипе сӑлтавларӗ. Чӑваш Енре салатака кайма вӑхӑт ҫитнӗ ҫамрӑксен 73 проценчӗ ҫеҫ хӗсмете юрӑхлӑ. Тӗп сӑлтав - каччӑсен сывлӑхӗ хавшак пулни. Ҫамрӑксем ытларах чӗре тата юн ҫаврӑнӑш тытӑмӗн органӗсен, неврологи чирӗсемпе аптӑраҫҫӗ. Ҫарта вара ҫирӗп сывлӑхлӑ тарӑн пӗлӳллӗ каччӑсем кирлӗ. Десантнике, акӑ, С, Д, Е категориллӗ правасемпе йышӑнаҫҫӗ. Яланхи пекех чӑваш каччисене Президент полкӗнче кӗтеҫҫӗ. Пирӗн республикаран 10 ҫынна ҫулсерен йышӑнаҫҫӗ унта. Кӑҫал та ҫавнашкалах пулӗ.
Салтака ӑсатмалли Канашри пункт шӑпи те кӑсӑклантарчӗ журналистсене. Аса илтеретпӗр, вӑл самаях юхӑннипе ӑна юсанин усси те ҫук, тесе ҫирӗплетнӗ комисси. Сергей Козюран сӑмахӗпе, малашне ҫамрӑксене Шупашкарти Константин Иванов урамӗнчи 30-мӗш ҫуртра - унчченхи Кадет шкулӗнче йышӑнӗҫ. Чӑваш Правительстви ҫакӑн ҫинчен калакан хушу кӑларнӑ та ӗнтӗ.