Пирĕн ĕçтеш пулнă Алена Павлована асăнса ыркăмăллăх каçĕ иртрĕ

Çулсем иртсен те çутă сăнарĕ асрах. 3 çул каялла пирĕнтен яланлăха уйрăлса кайнă ĕçтешĕмĕр Алена Павлова ячĕпе Шупашкарта ыркăмăллăх каçĕ иртрĕ.

Алиса Александрова, Семен Антонов

Чăваш патшалăх телерадиокомпанийĕнче Алена 2010-мĕш çулта ĕçлеме пуçларĕ. Çемье çавăрсан тĕнчене кĕçех Кирилл ывăлĕ килчĕ. Тепĕр икĕ çултан вара йĕкреш хĕрсене çуратнă хыççăн чĕри тапма чарăнчĕ Аленăн. Пысăк инкек çамрăк хĕрарăм тăванĕсемпе ĕçтешĕсене, шкулта, университетра пĕрле вĕреннисене, вĕрентекенсене пĕрлештерчĕ. 5-ри ывăлĕ, 3-ри йĕкĕреш хĕрĕсем халĕ  кукашшĕ-кукамăшĕпе пурăнаççĕ.

Аленана палланă, тус-юлташлă пулнисем ăна асăнса пултарулăх каçĕ ирттерме шутланă. Ун пекех çырма юратакан çынсем пĕрле пуçтарăнса хăйсен хайлавĕсемпе паллаштарчĕç, юрăсем юрларĕç. Ыркăмăллăх акцине килме май тупайманнисем те айккинче юлмарĕç. Май пур таран ыттисемпе пĕрлех укçа-тенкĕ пуçтарас ĕçе хутшăнчĕç. Вĕсен йышĕнче Аленана çывăх пĕлмен çынсем те пулчĕç.

Алена ашшĕпе амăшне, Кирилла, Кристинăпа Вероникăна ура çине тăратма кăшт та пулин пулăшас тесе акцие пирĕн компани те хутшăнчĕ.

Каçра нумай ас илÿ пулчĕ. Алена кашнин пурнăçĕнчех ырă йĕр хăварнă.

Малашне те ирттерме палăртнă çакнашкал акцисене кашни кăмăл тăвакан хутшăнма пултарĕ. Пирĕн ĕçтешĕн ырă ячĕ яланах асра пулассинче эпир пĕрре те иккĕленместпĕр.