Кӑҫал Питӗрте иртнӗ экономика форумӗнче Чӑваш Ен Пӗтӗм Раҫҫейри "Трудовые резервы" физкультурӑпа спорт обществипе пӗрле ӗҫлесси пирки килӗшӳ тунӑ. Ку - пилотлӑ проект. Унпа килӗшӳллӗн Чӑваш Енри предприятисемпе организацисенче спорт лаптӑкӗсем, тренировка ирттермелли вырӑнсем йӗркелӗҫ. Ҫак кунсенче ку ыйтӑва Республика Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев ҫӗршыври спорт обществин ертӳҫипе Илья Галаевпа сӳтсе яврӗ. Тӗллевсем ҫирӗп пулнине Чӑваш Правительствипе "Трудовые резервы" пӗрлешӗвӗн ушкӑнӗсем хоккейла выляса палӑртрӗҫ.
Алена Артемкина, Михаил Солин
Пӗтӗм Раҫҫейри "Трудовые резервы" физкультурӑпа спорт обществи пилотлӑ проекта пурнӑҫлама пирӗн региона суйлани ахаль мар. Чӑваш Енре сывӑ пурнӑҫ йӗркине халӑхра сарассине пысӑк тимлӗх уйӑраҫҫӗ. Ҫак тӗллевпех кашни хулапа районта хальхи йышши спорт объекчӗсем хута янӑ. Пӑр керменӗнче Чӑваш Правительствин ушкӑнӗпе Мускавран килнӗ команда хоккейла вылярӗҫ. Сӑмах май, пирӗн республикӑра унччен те ӗҫ коллективӗсем хушшинче ӑмӑртусем иртнӗ. Паянхи куна 43 организацире спорт клубӗсене йӗркеленӗ. Вӗсенче 18 пин ҫын сывлӑхне ҫирӗплетет.
Пӗтӗм Раҫҫейри "Ӗҫ резервӗ" физкультурӑпа спорт обществин президенчӗ Илья Галаев пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкарта ҫитес ҫул авӑн уйӑхӗнче Атӑл тӑрӑхӗнчи ӗҫ коллективӗсен спартакиади иртӗ. Унта мала тухнисем Раҫҫей тата тӗнче шайӑнче пулакан ӑмӑртусене хутшӑнӗҫ. Тӗп тӗллев вара ҫынсене сиенлӗ йӑласенчен пистерсе физкультурӑна явӑҫтарасси.
Республика Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Чӑваш Енре пурӑнакансен пурнӑҫ пахалӑхне ӳстермелли хушма мерӑсем ҫинчен калакан Указ алӑ пуснӑ. Унта спорт тытӑмне аталантарма 500 миллион тенкӗ уйӑрассине палартнӑ. Вӗнчен 300 миллионне резин витнӗ лаптӑксем тума усӑ курӗҫ. Паянхи куна вӗсем Чӑваш Енре - 22.
Халӗ Чӑваш Енре пурӑнакансен 44 ытла проценчӗ спортпа туслӑ. Вӗсенчен 80 проценчӗ - шкулта вӗренекенсем. Тивӗҫлӗ канӑва тухнисемпе ӗҫлекенсен йышӗ сахал. Ӗҫ коллективӗсенче спорт ушкӑнӗсене йӗркелесе вӗсене те сывӑ пурнӑҫ йӗркине явӑҫтарма май пулӗ. Ҫапла 2030-мӗш ҫул тӗлне республикӑри этем ӗмӗрне вӑтамран 80 ҫула ҫитерес тӗллевлӗ.