Паллӑ артист, драматург, халӑх юратнӑ юрӑҫ Ухтер мучи - Геннадий Терентьев ҫуралнӑранпа 90 ҫул ҫитрӗ

Унӑн пултарулӑхне сума сӑвакансем Чӑваш академи драма театрне пуҫтарӑнчӗҫ. Тӑванӗсем, ентешӗсем, ӗҫтешӗсем аса илӗвӗсемпе паллаштарчӗҫ. Геннадий Терентьев 1929-мӗш ҫулта Тӑвай районӗнчи Кивӗ Пуянкасси ялӗнче ҫуралса ҫитӗннӗ. Шупашкарта ӗҫлекен ҫамрӑксен вӑтам шкулне, Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ ҫумӗнчи пултарулӑх студине вӗренсе пӗтернӗ. «Нарспире» Сетнер, «Константин Ивановра» Иван Яковлев, «Хура ҫӑкӑрта» Элентей сӑнарӗсене калӑпланӑ. «Хумсем ҫырана ҫапаҫҫӗ» спектакльте Илья Ульянов рольне вылянӑшӑн Геннадий Терентьевича Станиславский ячӗлле РСФСР патшалӑх премине панӑ.

Надежда Александрова, Виктор Степанов