Фёдор Мадуров пиртен ӗмӗрлӗхе уйрӑлса кайни - чӑваш тӗнчишӗн пысӑк ҫухату. "Хисеплӗ мӑчавӑр" тесе чӗнетчӗҫ скульптора авалхи несӗлсенчен упранса юлнӑ чӑн чӑваш тӗнӗпе пурӑнакансем. Шӑмӑршӑ районӗнчи Баскакра ҫуралса ӳснӗскер, 1966-мӗш ҫулта Чӑваш патшалӑх педагогика институчӗн ӳнерпе графика факультетӗнчен вӗренсе тухнӑ. Скульптор чӑваш наци темине тӗпе хурса ӗҫлекен чи пултаруллӑ, пуҫаруллӑ ӳнерҫӗсенчен пӗриччӗ.
Марина Карягина.