Ыйту татӑлас шанӑҫпа килеҫҫӗ

Раҫҫей Патшалӑх Думин депутачӗ Алла Салаева Чӑваш Енри обществӑлла пулӑшу штабӗнче ҫынсене йышӑнчӗ. 

Шупашкар тӑрӑхӗнчи Урай Макаҫра пурӑнакан Христофор Макаров ялти асӑну комлексне анлӑлатасшӑн. Ӑна 2016-мӗш ҫулта уҫнӑ. Кунта пӗрремӗшпе иккӗмӗш тӗнче вӑрҫине хутшӑннисен ячӗпе палӑксем лартнӑ, репрессие пула шар курнисене, ҫӗршыв хӳтелевҫисене халалланӑ уйрӑм кӗтессем йӗркеленӗ. Халӗ герой-хуласен аллейине йӗркелес тӗлӗшпе ӗҫлеҫҫӗ. Ҫавӑн пекех Христофор Макаров вӑрҫӑ вӑхӑтне сӑнлакан ятарлӑ лапам тӑвасшӑн. 

- Пулӑшма тӑрӑшӑпӑр, - терӗ Алла Салаева. Тупӑ вырнаҫтарас пирки Раҫҫей оборона министерствинчи ентешсемпе тӗл пулса калаҫма шантарчӗ.

Красноармейскинче пурӑнакан Алевтина Мефодьевӑна депутат патне ҫурт-йӗр ыйтӑвӗ илсе ҫитернӗ. Хӗрарӑм хӑй вӑхӑтӗнче 3 ҫулхи тӑлӑх ачана усрава илнӗ, пурнӑҫӑн анлӑ ҫулӗ ҫине кӑларнӑ. 

- Ывӑл 18 ҫул тултарсанах хваттер илме черете тӑчӗ, унтанпа 5 ҫул иртрӗ, пурӑнмалли кӗтесе вара паян кун та тивӗҫеймест, - тет Алевтина Мефодьева. Прокуратурӑран та пулӑшу ыйтнӑ, суда та тухнӑ. 

Хула администраци пуҫлӑхӗн ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен ҫумӗ Дмитрий Денисов пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулталӑк вӗҫленнӗ тӗле тӑлӑх ачасем валли ҫуртсем туса пӗтермелле. 2026-мӗш ҫул пуҫламӑшӗнче каччӑ хӑтлӑ кӗтеслӗ пулӗ. Ҫак хыпар Алевтина Мефодьевӑна калама ҫук савӑнтарчӗ. Йышӑнӑва килнисен ыйтӑвӗсене пӗрне те тимлӗхсӗр хӑвармӑпӑр, терӗ Патшалӑх Думин депутачӗ Алла Салаева.

 

Диана Иванова, Вадим Владимиров