Юрласа, ташласа, тӗрлӗ инструмент каласа тупӑшрӗҫ

Шупашкар районӗнче "Жемчужинки Чувашии" фестиваль-конкурсӑн ҫурма финалӗ иртрӗ. Унӑн сцени ҫине тӗрлӗ район-хулари пултаруллӑ ачасем тухрӗҫ.

Конкурсра тупӑшма икӗ номер хатӗрлемелле пулнӑ. Пӗри Юрий Энтин сӑввипе кӗвӗленӗ юрӑ, тепри - чӑваш халӑх е республикӑра пурӑнакан ытти халӑх культурипе ҫыхӑннӑ хайлав. Йӗркелӳ комитетне тӗрлӗ районпа хуларан пурӗ 83 заявка ҫитнӗ. Ачасен пултарулӑхне "Вокал", "Хореографи" тата "Музыка" номинацисенче хак пачӗҫ тӳресем. "Жемчужинки Чувашии" фестиваль-конкурса 2000-мӗш ҫулта Шупашкар районӗнче Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Маргарита Павлова тата Сергей Бреус предприниматель тӑрӑшнипе пуҫарса янӑ. Каярах вӑл республика шайне тухнӑ. 

Екатерина Фомина, Святослав Петров