Юрий Айташ пиртен 2014-мӗш ҫулхи хура кӗркунне уйрӑлса кайрӗ. Шӑллӗ, Валерий Гурьевич Семёнов каланӑ тӑрӑх, вӑл "асатте 76-ра вилчӗ, манӑн та ҫавӑн чухлӗ пурӑнасчӗ" тенӗ.
Поэт ҫуралса ӳснӗ ҫурта халь пӑхса тӑракан ҫук, вӑл юхӑнса кайнӑ. 1943-мӗш ҫулта ашшӗ Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче пуҫ хурсан 5-ре ҫурма тӑлӑха юлнӑ арҫын ачапа амӑшӗн пурнӑҫӗ мӗн таран йывӑр пулнине хальхи ӑру ӑнланаяс та ҫук. Каярах тепре качча тухса йыш хушнӑ хӗрарӑм аслӑ ывӑлне Хусан университетӗнче вӗрентме вӑй ҫитернӗ.
Культура ҫуртӗнчи тӗлпулӑва Юрий Айташӑн ҫывӑх тӑванӗсем, шкул ачисемпе вӗрентекенсем, тавра пӗлӳҫӗсем пуҫтарӑннӑ. Литературӑна 60-мӗш-70-мӗш ҫулсен чиккинче малтан повӗҫсен пуххисемпе, каярах сӑвӑ кӗнекисемпе кӗнӗ Юрий Айташ пирӗн телерадиокомпанире, Чӑваш кӗнеке издательствинче ӗҫленӗ, юлашки тапхӑрта "Тӑван Атӑл" редакцийӗнче вӑй хуратчӗ. Журналӑн хальхи редакторӗ Арсений Тарасов сӑвӑҫпа студент чухнех паллашнӑ.
Литература тӗпчевҫи, филологи докторӗ Виталий Родионов профессор вулакансене уйрӑмах Айташӑн икӗ кӗнекипе тимлӗн паллашма сӗнет: 1991-мӗш ҫулта республикӑн Патшалӑх премине илме тивӗҫ пулнӑ "Атнер" сӑвӑлла романӑн икӗ хут кӑларнӑ ум сӑмахӗсенче Георгий Фёдоров ӑсчах сӑвӑҫӑн чӑваш поэзийӗнчи пӗлтерӗшӗ ҫинчен анлӑн ҫырса кӑтартнӑ. Тӗрӗсмарлӑха тӳсеймен Айташ тӳрӗ кӑмӑлӗшӗн совет вӑхӑтӗнче шар та курнӑ иккен. Ку 1973-мӗш ҫулта, Атӑл тӑрӑхӗнчи ҫамрӑк сӑвӑҫсен Шупашкарти фестивалӗнче, ирӗклӗ ҫырма ӑнтӑлакан тутар поэчӗсем аслисене итлемесӗр хӑйсен ирӗкӗпе килнине пӗлсен, пулса тухнӑ.
Светлана Асамат Чӑваш халӑх поэчӗ Юрий Айташа хӑйне литературӑна йышӑнакансенчен пӗри тесе шутлать. Куллен курнӑҫса сӑмахлӑх тӗнчинче юнашар ӗҫленӗ ҫыравҫӑсем хайлавӗсене семинарсенче хӗрӳн сӳтсе явнӑ.
Паян ҫыравҫӑсене ял ачисем тӑван чӗлхепе сахал калаҫни пӑшӑрхантарать. Кун пирки вырӑнти вӗрентекенсем те, профессионал писательсен пӗрлӗхӗн ертӳҫи те тухса каларӗҫ. Улькка Элмен Вӑрнар тӑрӑхӗнче Юрий Айташ сӑввисене вулакансен ӑмӑртӑвне йӗркелесе ҫуллен ирттерме сӗнчӗ: икӗ поэт - Иван Ивникпе Юрий Айташ - ҫуралса ӳснӗ тӑрӑхран малашне те сӑвӑҫсем тухмаллах.
Марина Карягина, Олег Цыпленков