Юратнӑ ӗҫ ҫитӗнӳсем тума пулӑшать

Ҫӗршыв тӗп хулин мэрӗ Сергей Собянин туризм енӗпе ӗҫлекен 9 лауреата Мускав премине парса чысланӑ. Сумлӑ наградӑна тивӗҫнисен йышӗнче пирӗн ентеш Евгений Степанов та. Вӑл 10-мӗш ҫул "Гуляем по Москве" проект йӗркелесе ертсе пырать,  туристсене Мускаври кӑсӑклӑ вырӑнсемпе паллаштарать. 

Евгений Степанов - журналист. Профессири пӗрремӗш утӑмсене вӑл пирӗн телерадиокомпанире тунӑ - студентсемпе "Ҫул утти" кӑларӑм,  пӗр вӑхӑт ҫӗнӗ хыпарсен кӑларамӗсене ерсе пынӑ. Унтан пысӑк тавракурӑмлӑ Женя хӑйӗн ӗмӗчӗсене пурнӑҫлама Мускава кайнӑ. Ҫӗршывӑн тӗп хулинче вӑл  "Гуляем по Москве" туризм проектне пуҫарнӑ. Паянхи кунччен те аван ӗҫлесе пырать.  Мускавра туризм енӗпе иртнӗ конкурссенче Евгений унччен те пӗрре мар палӑрнӑ. "Чи лайӑх экскурсовод" номинацире ҫӗнтерсе вӑл "Путеводная звезда" премие тивӗҫнӗ.  "Московские Мастера" конкурсра мала тухса "Чи лайӑх гид" пулнӑ. Хальхинче Евгений Мускав мэрӗн Сергей Собянинӑн премине илнӗ. Наградӑна ҫӗршывӑн тӗп хулинче туризма аталантарас ӗҫе пысӑк тӳпе хывнӑшӑн панӑ. Уяв мэрири Мрамор залӗнче пулнӑ. Юратнӑ ӗҫе туса пыратӑп, малашне те ҫак енпе аталанас килет, тет Евгений.  

Евгений туристсене Мускаври илемлӗ е истори тӗлӗшӗнчен пӗлтерӗшлӗ вырӑнсене кӑтартса ҫӳрет. Ытларах пӗлес тесе ялан вулатӑп, фильмсем пӑхатӑп, тет. Евгений хӑйӗн интернетри страницинче Мускаври е ытти хулари паллӑ вырӑнсем пирки каласа паракан кӑсӑклӑ кӗске видеосем вырнаҫтарать.  Сӑмахран, ку е вӑл Совет вӑхӑтӗнчи паллӑ кинона хӑш вырӑнта ӳкернӗ, мӗншӗн Мускаври тимӗртен тунӑ кӗпере "чул кӗпер" теҫҫӗ, чылай ҫын Пукрав соборне Василий Блаженный чиркӗвӗпе пӑтраштарни пирки каласа парать. Евгений тӗрлӗ кӑткӑс ыйтӑва уҫӑмлатать интернетра. Вӑл Мускавсӑр пуҫне Питӗрте, Псковра, Новгородра экскурсисем ирттерет, лекцисем вулать.

Алена Артемкина