Юрӑ-кӗвӗпе тав тӑваҫҫӗ

Вӗрсе каламалли интрументсен ача-пӑча оркестрӗпе сӗрме купӑсҫӑсен ансамблӗ Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗсене юрӑ-кӗвӗпе саламлас тенӗ. Сумлӑ куракансем валли вӗсем уҫӑ тӳпе айӗнче - парксемпе ҫурт картишӗсенче концерт ирттерчӗҫ.

Ҫамрӑк музыкантсем ҫакнашкал парне Аслӑ уявпа тӗп хулари Калинин районӗнче пурӑнакансем валли хатӗрленӗ. Ҫав хӑрушӑ ҫулсенче фронтра та тылра канӑҫ курмасӑр Ҫӗнтерӗве туптанисем 36-ӑн ҫеҫ юлнӑ кунта халӗ - вӑрҫӑ ветеранӗсем, концлагерьсенче тертленнисем, блокада асапне тӳснисем, тылра ӗҫленисем. Иван Франко ячӗллӗ урамра вӗсем 5-ӗн пурӑнаҫҫӗ. Юнашарти ача-пӑча паркӗнчи концерта куракансем хапӑл туса йышӑнчӗҫ. Оркестр янӑранине илтсе ҫывӑхра пурӑнакансем те пуҫтарӑнчӗҫ. Концерта фронтра ҫапӑҫнӑ тӑванӗсен сӑн ӳкерчӗкӗсемпе килекенсем те пулчӗҫ. "Фанфары Победы" - Воробьев ячӗллӗ 2-мӗш музыка шкулӗнче вӗренекенсен проекчӗ. 

 

Алиса Александрова, Вероника Павлова, Вадим Владимиров