Юн панӑшӑн уйӑракан укҫана Донбасран тарса килнисене пулӑшма яраҫҫӗ

Паян Раҫҫейре - донор  кунӗ. Ӑна ҫынсен сывлӑхне, пурнӑҫне упраса хӑварма пулӑшакансене - юн паракансене халалланӑ. Республикӑри юн илекен станцире ыркӑмӑллӑх акцийӗ йӗркеленӗ. 

Юн илекен станцире донорсене яланах хапӑл. Акцие ҫак пархатарлӑ ӗҫе ытларах ҫынна хутшӑнтарас тесе ирттереҫҫӗ. Хальхинче кунта Чӑваш Патшалӑх Канашӗн ертӳҫи Леонид Черкесов тата Дмитрий Арсютовпа Юрий Зорин депутатсем юн пама килчӗҫ. Виҫҫӗшӗ те вӗсем медицина пӗлӗвӗ илнӗскерсем. Ҫавӑнпа донорсен пӗлтерешӗ пысӑк пулнине никамран лайӑх ӑнланаҫҫӗ. Донорсене юн панӑшӑн укҫа тӳлеҫҫӗ.  Депутатсем ӑна Донбасран тарса килнисене пулӑшма ятарлса уҫнӑ шут ҫине куҫарассине пӗлтерчӗҫ. Ҫак ыркӑмӑллӑх акцине кашни хутшӑнма пултарать. 
Алена Артемкина, Святослав Петров